Çутă çул
+24 °С
Дождь
Экономика
12 Мая 2022, 08:43

Пушкӑртра тата икӗ хĕвел электростанцийĕ хута яраççĕ

Çакăн пирки «Башинформ» пĕлтерет.  

Пушкӑртра тата икӗ хĕвел электростанцийĕ хута яраççĕПушкӑртра тата икӗ хĕвел электростанцийĕ хута яраççĕ
Пушкӑртра тата икӗ хĕвел электростанцийĕ хута яраççĕ

Пушкӑртра 2022 ҫул вӗҫлениччен тата икӗ хӗвел электростанцийӗ хута яма палӑртаҫҫӗ. Кун ҫинчен оперативлӑ канашлура Пушкӑрт промышленноҫпа инновацисен министрӗ Александр Шельдяев каласа панӑ.

— Ку Агидель СЭСĕ 9,98 МВт хӑвачӗпе, инвестицисен калӑпӑшӗпе 925 млн тенкӗ тата "Баймак СЭС-1" 10 МВт хӑвачӗпе, инвестицисен калӑпӑшӗпе 800 млн тенкӗ, — терӗ вӑл.

Пушкӑртстан хӗвел энергетикине аталантарас енӗпе Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнать. Кӑҫалхи апрель уйӑхӗнче СЭС Благовещенскри "Полиэф" ҫинче уҫӑлнă. Ҫакӑн пек "симӗс" электроэнерги продукци туса илнӗ чухне парник газӗсене кӑларассине, апла пулсан, унӑн "углерод йӗрне" те чылай чакарма май парать.

Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстанра Хайбулла, Куюргазă, Зианчура, Стерлибаш, Гафури районӗсенче тата Европӑри чи пысӑк станци Бурзян районĕнче ӗҫлеҫҫӗ.  «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пушкăртстан Пуçлăхĕн пресс-служби.  

Пушкӑртра тата икӗ хĕвел электростанцийĕ хута яраççĕ
Пушкӑртра тата икӗ хĕвел электростанцийĕ хута яраççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас