Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
12 Майӑн 2022, 20:38

"Пушкӑртстан Республикинчи ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси " программа аталанать

2022 ҫулта темиҫе енлӗ мероприятисем пурнӑҫлама палӑртнӑ.

"Пушкӑртстан Республикинчи ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси " программа аталанать
"Пушкӑртстан Республикинчи ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси " программа аталанать

ПР Правительствин ларӑвӗнче "Пушкӑртстан Республикинчи ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" патшалӑх программине пурнӑҫлассине сӳтсе явнă.
Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантармалли программа ҫинчен ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов тӗплӗн пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, халӗ республикӑра пурӑнакансемшӗн чи кирли ялти ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека механизмӗ пулса тӑнă. Полномочиллӗ банксем 2021 ҫулта 5,7 миллиард тенкӗлӗх 3 пине яхӑн кредит панӑ. Ку енӗпе республика Раҫҫейре иккӗмӗш ҫул пĕрремĕш вырӑн йышӑнать.
2022 ҫулта темиҫе енлӗ мероприятисем пурнӑҫлама палӑртнӑ. Кӑҫал 51 ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма субсиди илнӗ. 21 ҫемье тара илмелли договор тӑрӑх ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ пуҫланнӑ. Ял территорийӗсене тирпей-илем кӗртмелли 40 проекта пурнӑҫлас енӗпе пӗрле ӗҫлеҫҫӗ.
"МГ" информацийĕпе.

"Пушкӑртстан Республикинчи ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси " программа аталанать
"Пушкӑртстан Республикинчи ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси " программа аталанать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: