Майӑн 16-мӗшӗнче 90 ҫул каялла Пушкӑртстанра нефть кӑларас ӗҫ пуҫланнӑ.
1932 ҫулхи майӑн 16-мӗшӗнче Ишимбаево ялӗ ҫывӑхӗнчи 702-мĕш скважинӑран 680 метр тарӑнӑшӗнчен нефть фонтанӗ ҫапнă. Ҫак кун пушкӑртсен промышленноҫ нефтьне уҫнӑ кун официаллă шутланать, кӑҫал ку дата 90 ҫул тултарнине палӑртаҫҫӗ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров паян кашни эрнери республикӑри ЦУР оперативлӑ канашлура хӑй ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫак паллӑ юбилее уявлама хатӗрленмелли тата организацилемелли указ ҫине алӑ пуснине аса илтернӗ.
Республика ертӳҫи пушкӑрт нефть юбилейне тивӗҫлӗ шайра ирттермеллине палӑртнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.