Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
16 Майӑн 2022, 09:13

Пушкăртстан предпринимателĕсем Узбекистанпа 10,2 миллион долларлăх суту-илÿ килĕшĕвĕ тунă

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкăртстан предпринимателĕсем Узбекистанпа 10,2 миллион долларлăх суту-илÿ килĕшĕвĕ тунă
Пушкăртстан предпринимателĕсем Узбекистанпа 10,2 миллион долларлăх суту-илÿ килĕшĕвĕ тунă

Узбекистан Пушкăртстана чĕрĕ тата типĕтнĕ пахчаçимĕç, специсем тата БАДсем кÿрет. Çакăн пирки Фергана облаçĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулнă Пушкăртстан суту-илÿ министрĕ Алексей Гусев каласа панă, пĕлтерет «Башинформ».

Узбекистана Пушкăртстанран çăнăх, макарон, хĕвелçаврăнăш çăвĕ, сахăр тăратаççĕ. Енсем Фергана облаçĕн ТПП килĕшÿ тăвасси пирки калаçса татăлнă. Унта малашнехи ĕçлĕ çыхăнăвăн йĕркине тĕпĕ-йĕрĕпе çырса палăртаççĕ.

Республикăсем пĕтĕмпе 10,2 миллион долларлăх çичĕ килĕшÿ тунă.  

«МГ» информацийĕпе.

Пушкăртстан предпринимателĕсем Узбекистанпа 10,2 миллион долларлăх суту-илÿ килĕшĕвĕ тунă
Пушкăртстан предпринимателĕсем Узбекистанпа 10,2 миллион долларлăх суту-илÿ килĕшĕвĕ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: