Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
17 Майӑн 2022, 16:43

Андрей Назаров: «Узбекистанра пире ăшшăн кĕтсе илчĕç»

Пушкӑрт премьер-министрӗ хӑй мӗн курни-илтнине малалла та каласа пама пулнă.

Андрей Назаров: «Узбекистанра пире ăшшăн кĕтсе илчĕç»
Андрей Назаров: «Узбекистанра пире ăшшăн кĕтсе илчĕç»

Пушкӑртстан Правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров хӑйӗн телеграмм-каналĕнчи сторизра пушкӑрт делегацийӗ хӗвеллĕ Узбекистанра ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ.

Вӑл Нукус хулинчи Игорь Савицкий ячӗллӗ Искусство музейӗнче пулса курма ӗлкӗрнине палӑртать. Узбек наци атрибучӗсем пурте пушкӑрт халӑхне ҫывӑх пулнине Андрей Назаров тепӗр хут ӗненнӗ.

"Малта пирӗн пысӑк ӗҫ программи, килӗшӳсене алӑ пусасси, опытпа улӑштарасси, тӗрлӗ сферӑра, ҫав шутра суту-илӳпе экономика тата гуманитари тӗлӗшӗнчен аталантармалли плансем", — пӗлтернӗ тата Пушкӑрт премьер-министрӗ хӑй мӗн курни-илтнине малалла каласа пама пулнă.  

 «МГ» информацийĕпе.

Андрей Назаров: «Узбекистанра пире ăшшăн кĕтсе илчĕç»
Андрей Назаров: «Узбекистанра пире ăшшăн кĕтсе илчĕç»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: