Майӑн 16-мӗшӗнче Пушкӑртстанӑн республика ертӳҫи Радий Хабиров ертсе пыракан делегацийӗ Узбекистана официаллӑ визитпа пынӑ.
"«Туғандарға килдек. Тăвансем патӗнче. Узбекистан", - тесе ҫырнӑ хӑйӗн страницинче Радий Хабиров.
Делегаци йышне регион правительствин членӗсем, Пушкӑртстана аталантармалли профильлĕ министерствăсемпе ведомствӑсен, республикӑри пысӑк предприятисен, аталану институчӗсен ертӳҫисем, ҫавӑн пекех пӗчӗк тата вӑтам бизнес, общество организацийӗсен представителӗсем кӗнĕ. Кун пирки тунтикун Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн пресс-служби пӗлтерет.
Визит шайӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн Радий Хабировпа Узбекистан Премьер-министрӗн Абдулла Ариповӑн тата ытти ӗҫлӗ тӗлпулусем пулӗҫ.
Радий Хабиров Раҫҫей Федерацийӗн Узбекистанри суту-илӳ представителӗпе Константин Злыгостевпа тӗл пулать. Енсем Пушкӑртстанран сотрудниксен ĕҫ-хӗлне сӳтсе явӗҫ, вӗсем Торгпредствӑра ӗҫлӗҫ. Ҫакӑ Узбекистанра регион пуррине вӑйлатма, пӗр-пӗрин тавар ҫаврӑнӑшне тата инвестицисене ӳстерме пулӑшать. Суту-илӳ площадкинче Пушкӑртстан туса кӑларакан таварӗсене йӗркелеме тата экспозицилеме палӑртаҫҫӗ.
Майӑн 18-мӗшӗнче Пушкӑртстанӑн инвестици тата экономика вӑй-хӑвачӗн презентацийӗ иртӗ. Ҫавӑн пекех Пушкӑртстанпа Узбекистан наци библиотекисем хушшинче килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан меморандума алӑ пусма, гуманитарипе культура сферинче килӗштерсе ӗҫлессине анлӑлатмалли майсене сӳтсе явма палӑртнӑ.
Радий Хабиров Пушкӑртстанра çуралса ÿснĕ Узбекистанра пурӑнакан тата ӗҫлекен ҫынсемпе тӗл пулать.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕсем: ПР Пуçлăхĕн пресс-служби.