Кун ҫинчен Пушкӑрт Правительствин республика управленийӗн Центрӗнчи канашлӑвӗнче пӗлтерчӗҫ.
Пушкӑрт делегацийӗ Узбекистанра пулнӑ май Пушкӑрт Республикипе Каракалпакстан Республики хушшинчи партнерлӑхӑн малашлӑхне те сӳтсе явнӑ. Сӑмахран, промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗнче, ӗҫ миграцийӗнче, туризмра, вӗренӳпе культурӑра. Кальциленĕ сода туса кӑларас, пӑхӑр хатĕрлес, строительство материалӗсене, пир-авӑр промышленноҫне, хурт-хӑмӑр ӗрчетес, сывлӑх сыхлавӗн енӗпе пӗрлехи проектсем тӑвас ӗҫри малашлӑхсене тишкернӗ. Кун ҫинчен правительствӑн премьер-министрӗн пӗрремӗш заместителӗ – экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министрӗ Рустам Муратов пӗлтерчӗ.
Унсӑр пуҫне, енсем сӗт-ҫу продукцийӗ туса кӑларас енӗпе пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ, Каракалпакстана — ҫӑнӑх, сахӑр, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ тата пушкӑрт продукцийӗ тума май пуррине сӳтсе явнӑ.
«МГ» информацийĕпе.