Кун ҫинчен ПР Правительствин премьер-министрӗн пӗрремӗш заместителӗ, ПР экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов пӗлтернӗ.
Рустам Муратов каланӑ тӑрӑх, теплица хуҫалӑхӗ, садсем, тарӑн шӑнтни, сублимаци — ҫаксем пурте пирӗншӗн паллӑ утӑмсем тума май паракан ноу-хау пулса тӑраҫҫӗ. Пушкӑртстанра сӗткен тӑвас енӗпе завод уҫасси ҫинчен калаҫса татӑлни пур. Узбек ӗҫтешӗсем тӗлпулу шайӗнче ҫакӑн пек шухӑш панӑ. Халӗ эпир ӑна майласа хуратпӑр, чи лайӑх локаци паратпӑр. Ҫавӑнпа сӗткене, чи малтан, пирӗн патра ÿстернĕ пахча ҫимӗҫрен, тӑвӗҫ.
Узбекистан ҫӗрулмине тарӑннӑн тирпейлемелли енӗпе ӗҫленипе питӗ интересленни ҫинчен хушса хунӑ вӑл. Чипс туса кӑларакан узбек компанийӗпе калаҫса татӑлни те пур ӗнтӗ.
Ҫавӑн пекех сахӑр кӑшманне туса илес, тирпейлес тата ҫитӗнтерес тӗллевсем те пур. Пушкӑртстан ҫӗрмамӑкне тирпейлемелли пӗрлешӳллӗ производство тума майсене тишкерет.
«МГ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Правительстви.