"Азамат" ООО инвестпроектне приоритетлисен шутне кӗртнӗ, çавна май вăл налук ҫӑмӑллӑхӗсем тата патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти мерисем илӗ.
Инвестпроекта пурнӑҫланӑ шайра ӳсекен тытӑм тума, ял хуҫалӑх техникине туянма, ӑна юсама тата пулӑшу пама сервис центрӗ тума палӑртнӑ.
Инвестора организацисен пурлӑхне, ялхуҫалӑх техникипе оборудованийӗ туянма тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма субсиди илме, ҫавӑн пекех ҫӗр лаптӑкӗсене суту-илӳ ирттермесӗрех арендӑна пама налук енӗпе ҫӑмӑллӑхсем, субсидисем парĕç. Участоксене суйласа илнӗ ӗнтӗ, пӗлтерчӗҫ экономика аталанӑвӗн министерствинче .
Проекта пурнӑҫламалли срок — 2022-2025 ҫулсем. Комплексра ҫӗнӗ 55 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: проекта визуализацилени.