Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Экономика
31 Майӑн 2022, 13:34

РФ Президенчĕн ПФО полпречĕ Игорь Комаров Пушкӑртстанăн экономикăри ӑнӑҫлӑ ӗҫне палӑртнă

Тĕплĕнрех - сайтра.

РФ Президенчĕн ПФО полпречĕ Игорь Комаров Пушкӑртстанăн экономикăри  ӑнӑҫлӑ ӗҫне палӑртнă
РФ Президенчĕн ПФО полпречĕ Игорь Комаров Пушкӑртстанăн экономикăри ӑнӑҫлӑ ӗҫне палӑртнă

Раҫҫей Федерацийӗн Атӑлҫи округӗнчи РФ Президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров республикӑра промышленноҫ отраслӗсене аталантарма тата регион бюджетне пысӑклатма резервсем пурри ҫинчен "Башинформ" ИА корреспонденчӗн ыйтӑвне хуравланă.

"Пушкӑртстан хӑйӗн промышленноҫ вӑй-хӑвачӗпе ӑнӑҫлӑ аталанса пурнӑҫланать тесе шутлатӑп, — тенӗ Игорь Комаров. — Хальхи лару-тӑрӑва шута илсе, регионӑн 2022 ҫулхи пӗрремӗш кварталти социаллӑ пурнӑҫпа экономика кӑтартӑвӗсем — питӗ пысӑк. Республикӑра ҫавӑн пекех лайӑх инвестици климатне тытса пыраççĕ.

Республика енчен пулӑшу  тĕлĕшпе экономика тата социаллӑ аталанӑвӑн ҫирӗплӗхне тивӗҫтермелли регионти программӑна палӑртас тетӗп. Вӑл лайӑх ӗҫленӗ тата 100 ытла мероприятие палӑртнӑ. Укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 50 миллиардран иртет, ҫитменнине тата ҫак мероприятисен 70 процентне республика бюджетӗнче укҫа-тенкӗ ҫӑлкуҫӗпе тивӗҫтернӗ.

«Башинформ» информацийĕпе.

РФ Президенчĕн ПФО полпречĕ Игорь Комаров Пушкӑртстанăн экономикăри  ӑнӑҫлӑ ӗҫне палӑртнă
РФ Президенчĕн ПФО полпречĕ Игорь Комаров Пушкӑртстанăн экономикăри ӑнӑҫлӑ ӗҫне палӑртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: