Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
2 Июнӗн 2022, 10:13

Радий Хабиров Пушкăртстан çĕршывĕпе малта пыракан регионсен шутне кĕмелле тесе каланă

Çакăн пирки Пушкăртстан Пуçлăхĕ ĕнер каланă.

Радий Хабиров Пушкăртстан çĕршывĕпе малта пыракан регионсен шутне кĕмелле тесе каланă
Радий Хабиров Пушкăртстан çĕршывĕпе малта пыракан регионсен шутне кĕмелле тесе каланă

 

Пушкӑртстанри потребитель таварӗсен рынокӗнчи лару-тӑру йӗркеленет. Кун пирки республикӑри ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Рамил Нуриахметов Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хутшăннипе иртнĕ регионăн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тивӗҫтермелли оперативлӑ штаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Регионта аш-какай, аш-какай субпродукчӗсемпе ҫурма фабрикат, ӳсентӑранпа услам ҫу, сӗт, ҫавӑн пекех макарон, ҫӑкӑр-булка тата кондитер изделийӗсен производствин калӑпӑшӗ ӳснине палӑртрӗ вӑл.

Пищепрома пулăшмалли республикӑри программа шайӗнче предприятисем технологи оборудованийӗ туянма субсиди илнӗ. Ҫак тӗллевсем валли 2022 ҫулта 50 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Федераци программисем те ӗҫлеме тытӑннӑ, вӗсем ҫӑкӑр пĕçермелли, аш-какай тата сӗт-ҫу тирпейлемелли отраслӗсем валли ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем палӑртнӑ.

"Апат-ҫимӗҫ тата тирпейлекен промышленноҫа пулӑшмалли мерӑсем вӑхӑтра пулчӗҫ. Ҫавӑнпа та апат-ҫимӗҫ таварӗсене кӑларассине ӳстерме агропрома малалла та пулӑшӑпӑр, — терӗ Радий Хабиров. — 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстан ҫӗршыври малта пыракан позицие тухтӑр тесен апат-ҫимӗҫ таварӗсене кӑлармалли калӑпӑшне пысӑклатмалла".

Пушкӑртстанри суту-илӳпе пулӑшу министрӗ Алексей Гусев министерство специалисчӗсем таварсен тӗп ушкӑнӗсемпе кулленхи мониторинга малалла тӑсни ҫинчен пӗлтерчӗ. Переченьре — апат-ҫимӗҫ 52 тӗсӗпе 19 ҫимелли мар таварсене, ҫав шутра стройматериалсене. Тимлӗх зонинче - 520 лавкка тата пасар.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Радий Хабиров Пушкăртстан çĕршывĕпе малта пыракан регионсен шутне кĕмелле тесе каланă
Радий Хабиров Пушкăртстан çĕршывĕпе малта пыракан регионсен шутне кĕмелле тесе каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: