Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
3 Июнӗн 2022, 21:30

"Чӑваш картишӗ" проект Инвестсабантуйне хутшӑннă

Пишпÿлек районĕ чăваш картишне тăратнă.

"Чӑваш картишӗ" проект Инвестсабантуйне хутшӑннă
"Чӑваш картишӗ" проект Инвестсабантуйне хутшӑннă

Ҫак кунсенче Сибай хулинче йӑлана кӗнӗ инвестсабантуй иртет. Мероприятие пӗтӗм республикăри тата ҫӗршывӑн ытти регионӗсенчен хӑнасем пухӑннӑ. Уява Пишпÿлек районӗн делегацийӗ те хутшӑннă, вӑл "Чӑваш картишӗ" проекта тӑратнă. "Картиш" территорийӗнче Олег Андреев тимӗрҫӗн ӗҫӗсемпе, Газиз Сираевăн сӑмаварсен выставкипе, Александр Колпаковăн сӑран ӑстин изделийӗсемпе, чӑвашсен йӑлана кӗнӗ пуҫ тумӗсен выставкипе паллашма пулать. Ҫавӑн пекех хӑнасем халӑх кухнин апат-ҫимӗҫне: шăрттан, хуплу, йăва, сăра, тултармăш, квас тата ытти апат-ҫимӗҫе те тутанса пӑхма пултараҫҫӗ.
Палӑртса хӑваратпӑр, Сибайри инвестсабантуй ыран, июнӗн 4-мӗшӗнче вӗҫленет.
Сăнÿкерчĕкесем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

"Чӑваш картишӗ" проект Инвестсабантуйне хутшӑннă
"Чӑваш картишӗ" проект Инвестсабантуйне хутшӑннă
"Чӑваш картишӗ" проект Инвестсабантуйне хутшӑннă
"Чӑваш картишӗ" проект Инвестсабантуйне хутшӑннă
"Чӑваш картишӗ" проект Инвестсабантуйне хутшӑннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: