Июнӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 4-мӗшĕччен Сбайра Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2022" IV инвестици сабантуйӗ иртет.
Форумӑн пӗрремӗш кунӗнче "Пушкӑртстанри Туризма аталантармалли центр" АНО тата "МАЗ" ОАО "БЕЛАВТОМАЗ" холдинг компанийӗн управляющийӗ хушшинчи килӗшӗве алӑ пуснă. Килӗшӗве Пушкӑртстанпа Беларуҫ Республики хушшинче ача-пӑча канӑвне йӗркелес сферӑра пӗрле ӗҫлеме тунӑ. Килӗшӳ тытăмĕ 2023 ҫулта Беларуҫ Республикипе Пушкӑрт Республикин территорийӗсенче 14 ҫултан пуҫласа 16 ҫула ҫитиччен ÿсĕмри ачасен ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерьсенче канăвне йӗркелесси тата тивӗҫтересси пулса тӑрать.
Документ кӑҫалхи ноябрӗн 1-мӗшӗччен палӑртнӑ кану, датӑсем, канакансен йышĕ тата культурӑпа экскурси мероприятийӗсемпе тӗплӗ программа тăвассине палӑртса хӑварать. Килӗшӳ Пушкӑртстанри туризм индустрине аталантарма тата Беларуҫ Республикипе тӗнчери ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме пулӑшрӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Правительствин сайтенчен.