Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
3 Июнӗн 2022, 11:19

Сибайри инвестсабантуйӗнче промышленноҫ кооперацине Казахстанпа аталантарассине сӳтсе явнӑ

Хăйсен презентацине Пушкăртстанри чылай предприятисем тăратнă.

Сибайри инвестсабантуйӗнче промышленноҫ кооперацине Казахстанпа аталантарассине сӳтсе явнӑ
Сибайри инвестсабантуйӗнче промышленноҫ кооперацине Казахстанпа аталантарассине сӳтсе явнӑ

Ку ыйтӑва йӗркелӳҫӗсем уйрӑм секцие халалланӑ, унта Промышленноҫ кооперацине аталантарасси тӗп темӑна Раҫҫейпе Казахстан рынокӗсенче импорта улӑштармаллине шута илсе йӗркеленӗ.

Казахстанпа ҫыхӑнса туслă ĕçлесе пурӑнакан Раççейри 84 регион хушшинче Пушкӑртстан калӑпӑшӗпе тата тухӑҫлӑхӗпе малта пыракансен шутне кӗрет. Сотрудничествăн приоритетлӑ ҫул-йӗрӗсем — машиностроени тата металл ӗҫлесе хатĕрлени, фармацевтика, химипе нефтехими, ял хуҫалӑхӗ, апат-ҫимӗҫпе ҫӑмӑл промышленноҫ, стройматериалсем, программа тивӗҫтересси. Ҫавӑн пекех мероприятире пушкӑрт тата казах бизнесӗ хушшинче пӗрлешсе ӗҫлемелли конкретлӑ проектсене сӳтсе явнӑ.

Сессин иккӗмӗш пайне предприятисем хушшинче килӗштерсе ӗҫлеме пултаракан конкретлӑ кейссене тата пулма пултаракан проектсене халалланӑ. Сӑмахран, Пушкӑртстанри предприятисенчен "СарыаркАвтоПром" ТООпа "АгромашХолдинг КZ" АО валли комплектаци пайĕсене туянассине сӳтсе явнӑ.

Хӑйсен презентацине "Белзан" АО, "Уралти пружина завочӗ" ООО, "Эколайн" ООО представителӗсем ирттернӗ. Секци ӗҫне "Искож" АО, "Автопласт" ГК тата ыттисем те хутшӑннă.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Сибайри инвестсабантуйӗнче промышленноҫ кооперацине Казахстанпа аталантарассине сӳтсе явнӑ
Сибайри инвестсабантуйӗнче промышленноҫ кооперацине Казахстанпа аталантарассине сӳтсе явнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: