Июнӗн 2-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2022" инвестици сабантуйӗн ӗҫлӗ программи шайӗнче "Евродеталь-сервис" ООО Суту-илÿ министерствипе ҫӗр участокӗнчи инвестици проектне пурнӑҫлассине тивӗҫтересси ҫинчен калакан килӗшĕве алӑ пуснӑ, ӑна юридика сӑпатне торгисем ирттермесӗр панă, инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗпе 130 млн тенкӗ танлашать.
- Инвестор Уфа районӗн территорийӗнче М-5 «Урал» трасса хĕррипе çăк турттармалли автомобильсене юсас енӗпе автосервис тума палӑртнӑ, — каласа пачӗ Пушкӑртстанри суту-илӳпе пулӑшу ӗҫӗсен министрӗ Алексей Гусев.
Ҫак проекта пурнӑҫлани 50 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парать.
Аса илтеретпӗр, Ҫул хӗрринчи сервис объекчӗсене тӑвас енӗпе Пушкӑртстан Республики инвестицисен калӑпӑшӗпе федераци автоҫулӗсем ҫумӗнчи проектсем валли 50 млн тенкӗ, регион, вырӑнти тата муниципалитетсем хушшинчи пӗлтерӗшлӗ ҫулсем тӑрӑх проектсем валли 20 млн тенкӗ, ҫавӑн пекех Пушкӑртстанпа Зауралье ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ районӗсен территорийӗсенче пурнӑҫлакан проектсен 10 млн тенкӗ калăпăш хывма планлаççĕ.
Малалла, ҫул хӗрринчи сервис сферинчи инвесторсем патшалӑх пулӑшӑвӗн ҫак мерисене кĕтме пултараҫҫӗ: ҫӗр участокне суту-илӳ ирттермесӗр арендӑна парасси, транспорт тата инженер инфратытӑмӗ тума тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма налук ҫӑмӑллӑхӗсем тата субсиди илесси — 30 млн тенкӗ таран, анчах федераци автоҫулӗсем тӑрӑх проектсем валли кайнӑ тӑкаксен 50 процентӗнчен ытла мар, регионти, муниципалитетсем хушшинчи тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ проектсем ҫумӗнчи проектсем валли кайнӑ тӑкаксен 70 процентӗнчен ытла мар.
«МГ» информацийĕпе.