Республикӑн Учалă районӗнче ӳсентӑрансене аталантармалли комплекслӑ проекта пурнӑҫлама тытӑнаҫҫӗ. Проекта хывакан инвестицисен сумми 1,2 миллиард тенкӗрен иртме пултарать, ҫӗнӗ предприятин сухаламалли ана лаптӑкӗсем 10 пин гектартан иртеҫҫӗ. Пушкӑртстан Республикин Правительстви, "РВМ Капитал" Инвестици ушкӑнӗпе "Учалă элеваторӗ" ООО хушшинчи инвестици тӗллевӗсем çинчен калакан килӗшӗве Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2022" инвестици сабантуйӗнче алӑ пуснӑ. Пӗрле ӗҫленине ялхуҫалӑх ҫӗрӗсем туса илекен лаптӑксене, тӗштырӑ тата ҫу культурисен производствин калӑпӑшӗсемпе пахалӑхӗсене, вӑрлӑх материалӗсем туса кӑларассине, Учалă элеваторӗн производство хӑвачӗсен ӳсӗмне ӳстерме палӑртнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тӑвӗҫ.
"МГ" информацийĕпе