Çутă çул
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
10 Июнӗн 2022, 09:38

Китайра Пушкăртстан продукцине кăмăллаççĕ

Китайра Раҫҫей Федерацийӗн Торгпредстви ҫумӗнче Пушкӑртстанӑн представительствин офисне уҫма палӑртаҫҫӗ.  

Китайра Пушкăртстан продукцине кăмăллаççĕ
Китайра Пушкăртстан продукцине кăмăллаççĕ

Китайра Раҫҫей Федерацийӗн Торгпредстви ҫумӗнче Пушкӑртстанӑн представительствин офисне уҫма палӑртаҫҫӗ.

Раҫҫейри Китай Посольствинче Пушкӑртстанӑн делегацийĕ Раҫҫей Федерацийӗнчи Китай Халӑхӗн Чрезвычайлӑ тата Полномочиллӗ Элчипе Чжан ХаньХуэйпа тӗл пулнӑ.

Пушкӑртстанри тулаш экономика ҫыхӑнӑвӗсен тата конгресс ӗҫ-хӗлӗн министрӗ Маргарита Болычева пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт Правительстви Китай провинцийӗсемпе килӗштересси ҫинчен ултӑ килӗшӳ тунӑ. КНРпа пӗрлехи калаçа килĕшнин никĕсĕнче 20 килӗшӳ шутланать.

Иртнӗ калаҫусем пынӑ май Чжан ХаньХуэй г-н Пушкӑртстан пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ, пӗрле ӗҫлемелли малашлӑх сферине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне Китайра Пушкăртстанра кăларнă сӗт-ҫу, ҫӑратнă сĕт, печени, торт, мороженӑй тата пыл ыйтнине каланă.

Сергей Греков та Пушкӑртстанпа Китай Халӑх Республикипе килӗштерсе ӗҫленни питĕ кирлине ҫирӗплетнӗ.

Хальхи тӗнчери лару-тӑрура Пушкӑртстанӑн полномочиллӗ Представителӗ импорта улӑштармалли ҫул-йӗр актуаллӑхне палӑртнă.  

«МГ» информацийĕпе.

Китайра Пушкăртстан продукцине кăмăллаççĕ
Китайра Пушкăртстан продукцине кăмăллаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: