+24 °С
Дождь


Пушкӑртстана "Пегас-Агро" предприяти туса кӑларнӑ хальхи тата пысӑк тухӑҫлӑ техникӑна тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ килӗшӗве паян, июнӗн 15-мӗшӗнче, Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче ҫирӗплетнӗ.
Килӗшӗве алӑ пусас церемони умӗнхи тӗлпулура енсем агропромышленноҫ сферине модернизацилес енӗпе ҫивӗч тӗллевсене пӗрле татса пама калаҫса татӑлнă.
"Пегас-Агро" компанин генеральнӑй директорӗ Светлана Линник Пушкӑртстан компанин тӗп партнерӗ тенӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ:Олег Яровиков.