Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
16 Июнӗн 2022, 10:32

Кластерсен, технопарксен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Пушкăртстан ПМЭФ патне пысӑк шайра хатӗрленнине палӑртнă

 "Шай ҫӳллӗ, пурин те хӑйӗн "фишкисемпе козырӗсем" пур, — конструкцилерӗ вӑл. — Анчах манӑн Пушкӑртстан ПМЭФ-2022 мӗнле хатӗрленнине уйрăммăн палӑртмалла.  

Кластерсен, технопарксен тата Раҫҫейӗн уйрӑм экономика зонисен Ассоциацийӗн директорӗ Андрей Шпиленко Пушкӑртстанăн Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумне хатӗрленес ӗҫӗн пысӑк шайне палӑртрӗ.

 "Шай ҫӳллӗ, пурин те хӑйӗн "фишкисемпе козырӗсем" пур, — конструкцилерӗ вӑл. — Анчах манӑн Пушкӑртстан ПМЭФ-2022 мӗнле хатӗрленнине уйрăммăн палӑртмалла.

Радий Хабировӑн команди юлашки ҫулсенче республикӑна улӑштарчӗ: йывӑр та ҫӑмӑл промышленноҫ, пӗчӗк тата вӑтам бизнес, инвестици климачӗ. Шӑпах Пушкӑртстанӑн стендӗнче ку питӗ лайӑх курӑнать. Килнӗ ҫын республикӑн вӑй-хӑвачӗпе, унӑн территорийӗнче пурнӑҫламалли проектсемпе паллашма пултарать. Сӑмахран, павильон виртуальнӑй реальноҫа пула, вӑл сире пачах тӗрлӗ локацисене куҫарать. Шансах тӑратӑп, форум шайӗнче инвесторсем республика правительствипе нумай килӗшӳсем тӑваҫҫӗ".

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Андрей Шпиленкон социаллă сетьри страницинчен.

Кластерсен, технопарксен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Пушкăртстан ПМЭФ патне пысӑк шайра хатӗрленнине палӑртнă
Кластерсен, технопарксен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Пушкăртстан ПМЭФ патне пысӑк шайра хатӗрленнине палӑртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: