Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн площадкинче Пушкӑртстан Правительстви тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр сферинче аталану Институчӗ (ДОМ.РФ) килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ тунӑ. Документа республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тата ДОМ.РФ директорĕ Виталий Мутко алӑ пуснӑ.
Килӗшÿ ДОМ.РФ инфратытӑм облигацийӗсемпе усӑ курса Пушкӑртстанра ҫӗнӗ финанс инструменчӗпе регионта социаллӑ тата коммуналлӑ объектсем тума палӑртнӑ. Вӑл "Забелье" микрорайон территорийӗнче, Вӑрҫӑ ветеранӗсен республикӑри клиника госпиталӗнче, ҫавӑн пекех Республикӑри математика лицейӗ-интернат ҫурчӗсен комплексне 360 вӗренӳ вырӑнӗнче шывпа тивӗҫтермелли сетьсем тата шыв юхтармалли сетьсем тăвассине пăхса хăварать.
СМИ информацийĕпе.