ПР Премьер-министрӗ Андрей Назаров тата "БСК" АО генеральнӑй директорӗ Эдуард Давыдов Петербургри экономика форумӗн ӗҫлӗ программи шайӗнче компанин инвеспроекчĕсене пурнӑҫлассине сӳтсе яврӗҫ. Кун пирки Пушкӑрт правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Компанин стратегилле аталанӑвӗн проекчӗсенчен ытларахӑшӗ предприяти ӗҫ-хӗлне тавралӑх хутлӑхӗ ҫине витӗм кӳрессине чакарма тӗллев лартнӑ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Эдуард Давыдов хӗвеланӑҫӗнчен санкци пусӑмӗпе ҫыхӑннӑ хальхи экономика лару-тӑрӑвне пӑхмасӑр, предприяти производство калӑпӑшне чакармасӑр тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртрӗ. БСКпа ПР правительстви пӗрле ӗҫлени "Эколь" ҫумалли порошоксемпе синтезлӑ ҫумалли хатĕрсен производствине хута яни лайӑх тӗслӗх пулса тӑрать. 2021 ҫулта «Зифа» тата «Луч» порошоксен производствине темиҫе ҫул ĕçлемесĕр ларнӑ хыҫҫӑн ҫӗнетнӗ. "Эколь" планĕсенче — продукци ассортиментне анлӑлатасси тата «Tobbi kids» ача-пӑча япалисем ҫумалли порошок кӑларассине ҫӗнетесси.
https://resbash.ru/news/ekonomika