Июнӗн 16-мӗшӗнче Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн XXV площадкинче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Росагролизинг" АО генеральнӑй директорӗпе Павел Косовпа тӗл пулнӑ чухне аграрисем валли ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг условийӗсене сыхласа хӑварас тата укҫа-тенкӗ лимитне ӳстерес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
2019 ҫултанпа "Росагролизинг" АО федерацин ял хуҫалӑх техникин паркне ҫӗнетмелли ҫӑмӑллӑхлӑ ҫӗнӗ программисене пурнӑҫлать, унта Пушкӑртстан аграрийӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Паянлӑха республика "Росагролизинг" АО договорӗсем тӑрӑх техника калӑпӑшӗпе 4-мĕш вырӑнта. 2002 ҫултан пуҫласа Пушкӑртстана 11,5 миллиард ытла инвестици хывнӑ.
"Башинформ" информацийепе.
Сăнӳкерчӗкĕ:ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби.