Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей правительствине, стратеги пуҫарӑвӗсен Агентствин (АСИ) командине республикӑна инвесторсемпе ӗҫленине пысӑк хак панӑшӑн тав тунă. Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче Раҫҫей регионӗсенче инвестици климачӗн тӑрӑмӗн наци рейтингӗн результачӗсен презентацийӗ иртнӗ. Пушкӑртстан 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Раҫҫейри мӗнпур регионсем хушшинче пиллӗкмӗш вырӑна сыхласа хӑварнӑ.
"Ҫапах та ӗҫлӗ активлӑх чакман, бизнес аталаннӑ. Кунта правительство та, АСИ командисем те пысӑк ӗҫ ирттернĕ. Эпир сирӗн сӗнӗвӗрсене питӗ тимлӗн итлерӗмӗр, вӗсемпе пирӗн ӗҫре усӑ куртӑмӑр. Пирӗн республика, Раҫҫейри ытти регионсем пекех – инвестици хывма, лӑпкӑн ӗҫлеме, пулӑшма пултаракан субъектсем. Инвестици илӗртӳлӗхӗн рейтингӗ регионсене пӗр-пӗринчен вӗренме, хӑйсен ӗҫтешӗсен чи лайӑх практикисемпе усӑ курма май парать", — тенӗ Радий Хабиров.
«Башинформ» информацийĕпе.