Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
17 Июнӗн 2022, 13:22

Пушкӑртстан Иранпа ĕçлĕ çыхăнăва анлӑлатать

Пушкӑртстанӑн Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн площадкинче National Iranian Oil Companу патшалӑх нефтьпе газ компанийӗн делегацийӗ килсе курнă.  

"Пушкӑртстан сирӗн бизнеса аталантарма мӗнпур майсене пама хатӗр. Эпир партнерлӑх патне уҫӑ. Республика Пуҫлӑхӗ хушнипе эпир Пушкӑртстанри Раҫҫей Торгпредстви ҫумӗнчи офис уҫмалли механизма хута ятӑмӑр, — палӑртнă правительство премьер-министрӗ Андрей Назаров, Иран делегацине.

Нефть министрӗн ҫумӗ тата NIOC господин М.Хожаст Мэхр управляющи Пушкӑртстанӑн вӑй-хӑватне тата республикӑн нефть промышленноҫ сферинчи ҫитӗнӗвӗсене пысӑка хурса хакланă.

Калаҫусем пынӑ май Пушкӑртстанри NIOC делегацийӗпе ПР Правительствин официаллӑ делегацийӗ Тегерана пырасси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртстан Иранпа ĕçлĕ çыхăнăва анлӑлатать
Пушкӑртстан Иранпа ĕçлĕ çыхăнăва анлӑлатать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: