Пушкӑртстан правительстви Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче Казахстанри "Iron Concentrate Company" предприятипе инвестици тӗллевӗсем ҫинчен калакан килӗшӳ алӑ пуснӑ. Кун пирки ПР Правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Сибайри сăрт-ту пуянлӑх комбиначӗн базинче катод пӑхӑрӗ тата карьер шывӗсем туса кӑлармалли плансене ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнчех Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2022" инвестици сабантуйӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабирова хутшӑннӑ чухне сӳтсе явнӑ.
Инвестици проекчӗн хакӗ 13,4 миллиард тенкӗпе танлашать. 180 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫулталӑкне 20 пин тонна пӑхӑр хӑвачӗпе ҫӗнӗ технологипе сиенлӗ япаласем кӑлармасӑр ҫӗнӗ комплекс ӗҫлӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Правительствин пресс-служби.