Çутă çул
+19 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
17 Июнӗн 2022, 21:53

Пушкӑртстанра электропроизводство енӗпе ҫӗршыври чи пысӑк кластер тума пултараҫҫӗ

Документа Пушкӑрт правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров тата "Электрозавод" АО генеральный директорӗ Горан Малбашич алӑ пуснӑ.  

Пушкӑртстанра электропроизводство енӗпе ҫӗршыври чи пысӑк кластер тума пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра электропроизводство енӗпе ҫӗршыври чи пысӑк кластер тума пултараҫҫӗ

Июнӗн 17-мӗшӗнче Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн уй-хирӗсенче Пушкӑртстанри "Электрозавод" АО инвестпроекчӗ Уфари электротехника кластерне аталантарас енӗпе ERSO Холдинг ӗҫе кӗртесси ҫинчен калакан килӗшӳ алӑ пуснӑ. Документа Пушкӑрт правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров тата "Электрозавод" АО генеральный директорӗ Горан Малбашич алӑ пуснӑ.


"Инвестици проекчӗн хакӗ 4,5 миллиард тенкӗ. Çавӑн пекех унта 2025 ҫул тӗлне 790 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртнӑ", - пĕлтернĕ Андрей Назаров.
Паян акционерсен планӗсенче производство хӑвачӗсене ӳстермелле тата продукци линейкине анлӑлатмалла. ERSO холдинг генеральнӑй директорӗ Горан Малбашич палӑртнӑ тӑрӑх, 2025 ҫул тӗлне заводра пур напряжениллӗ трансформаторсене те кӑларма, иккӗмӗш электрооборудовани туса кӑларассине йӗркелеме, ҫавӑн пекех хӑйӗн продукцийӗпе ҫеҫ мар, Раҫҫей рынокӗнчен тухса кайнӑ компанисене те сервис туса пыма палӑртаҫҫӗ.


"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра электропроизводство енӗпе ҫӗршыври чи пысӑк кластер тума пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра электропроизводство енӗпе ҫӗршыври чи пысӑк кластер тума пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: