"Ирбис-РБ" топливо компанийӗ Пушкӑртстанра 2024 ҫулччен ҫул хӗрринчи сервиспа автозаправкӑсен 10 объектне тума палӑртнӑ. Инвестицисен сумми 1,5 миллиард тенкӗ хакланать, 200 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртнӑ. Кун пирки регион правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче компанипе килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ.
Премьер-министр пӗр инвестици проектне пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтернӗ. Сервис ҫул хӗрринчи объект Уфа районӗн территорийӗнче Р-240 "Уфа - Оренбург" федераци пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗ хĕррипе вырнаҫнӑ. Тата тӑватӑ инвестроекта республикӑн инвестици проекчӗсен Переченьне кӗртнӗ, унта халӗ ҫӗр лаптӑкӗсене объектсем тума уйӑрса парас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ.
Справка: "Ирбис-РБ" нефтепродуктсен рынокӗнче 1998 ҫултанпа ӗҫлекен "ТранзитСити" компанисен ушкӑнне кӗрет. Хальхи вӑхӑтра сеть Раҫҫейӗн сакӑр регионӗнче вырнаҫнӑ хальхи 70 автозаправка станцийӗ шутланать.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Правительствин пресс-служби.