Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
17 Июнӗн 2022, 21:06

Радий Хабиров Санкт-Петербургра Казахстан президенчӗпе Касым-Жомарт Токаевпа тӗл пулнӑ

Июнӗн 17-мӗшӗнче Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн шайӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Казахстан президенчӗпе Касым-Жомарт Токаевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.

Радий Хабиров Санкт-Петербургра Казахстан президенчӗпе Касым-Жомарт Токаевпа тӗл пулнӑ
Радий Хабиров Санкт-Петербургра Казахстан президенчӗпе Касым-Жомарт Токаевпа тӗл пулнӑ

Июнӗн 17-мӗшӗнче Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн шайӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Казахстан президенчӗпе Касым-Жомарт Токаевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Вӗсем Казахстанпа Пушкӑртстан хушшинчи суту-илӳпе экономика, промышленноҫ, инвестици тата культурӑпа гуманитари сферисенче ҫыхӑнӑва малалла ҫирӗплетмелли мерӑсене сӳтсе явнă.
Касым-Жомарт Токаев Пушкӑртстан Республики Казахстанпа Раҫҫей Федерацийӗн стратегилле ӗҫтешлӗхӗнче уйрӑм вырӑн йышӑннине палӑртнă. Патшалӑх пуҫлӑхӗ Казахстанпа Пушкӑртстанри суту-илӳпе экономика хутшӑнӑвӗсене лайӑх аталантарнине палӑртнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Казахстан президенчӗн тата Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн пресс-служби.

Радий Хабиров Санкт-Петербургра Казахстан президенчӗпе Касым-Жомарт Токаевпа тӗл пулнӑ
Радий Хабиров Санкт-Петербургра Казахстан президенчӗпе Касым-Жомарт Токаевпа тӗл пулнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: