Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Петербургри пӗтӗм тӗнчери XXV экономика форумӗн площадкинче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тата "Траст" профильсӗр активсен банкӗн председателӗ Александр Соколов республикӑн агропромышленноҫ комплексӗнче приоритетлӑ наци, федераци, отрасль тата регион проекчӗсене пурнӑҫлассипе килӗштересси ҫинчен алӑ пуснӑ.
Килӗшӗвӗн аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем хушшинче кайӑк-кĕшĕк какайӗнчен тунӑ продукци калӑпӑшне, ассортиментне тата пахалӑхне ӳстерессине, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелессине кураҫҫӗ.
"Республика халӗ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес тата сӗт-ҫу продукцийӗ туса кӑларас енӗпе индустри агрохолдингӗсене йӗркелет. Пушкӑртстанра "Таврос", " Северная Нива – Башкирия», «Урожай» компанийӗсем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. "Траст" банк ертсе пынипе эпир паян хамӑрӑн малашнехи ҫыхӑнӑвӑн малашлӑх ҫул-йӗрӗсене сӳтсе яврӑмӑр", -—палӑртнă Радий Хабиров, килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн.
"Траст" управленийӗнче Пушкӑртстанра агропромышленноҫпа ӗҫлекен чи пысӑк холдинг — «Русское Зерно Уфа» ГК тӑрать. Компанисен ушкӑнне кайӑк-кӗшӗк ашӗ, тавар ҫӑмарти тата тарӑн тирпейлекен продукци тӑвакансем кӗреҫҫӗ.
УК "Траст-ПА" управляющи директорӗ Антон Уланов каланӑ тӑрӑх, 2021 ҫулта "Турбаслинский бройлер" предприяти площадкинче талӑкра 2400 куб чухлӗ хӑватпа чавса тасатмалли ҫӗнӗ сооруженисем тунӑ. Пушкӑртстан правительстви тăкакланă укҫа-тенкӗрен 90% субсидиленӗ.
Аш-какай ӗрчетес, кайӑк-кӗшӗк ашне тирпейлес тата ҫӑмарта туса кӑларас инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 6,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.