Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
21 Июнӗн 2022, 20:48

Радий Хабиров "Туризм.РФ" корпораципе килӗшÿ ҫине алӑ пуснӑ

Июнӗн 16-мӗшӗнче Петербургри пӗтӗм тӗнчери XXV экономика форумӗнче Пушкӑртстан Правительствипе "Туризм Корпорацийӗ.РФ" АО пӗр-пӗринпе килӗштересси ҫинчен килӗшӳ тунӑ.

Радий Хабиров "Туризм.РФ" корпораципе килӗшÿ ҫине алӑ пуснӑ
Радий Хабиров "Туризм.РФ" корпораципе килӗшÿ ҫине алӑ пуснӑ

Июнӗн 16-мӗшӗнче Петербургри пӗтӗм тӗнчери XXV экономика форумӗнче Пушкӑртстан Правительствипе "Туризм Корпорацийӗ.РФ" АО пӗр-пӗринпе килӗштересси ҫинчен килӗшӳ тунӑ. Раҫҫей Правительствин Председателӗн заместителӗ Дмитрий Чернышенко умӗнче документ айне республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тата корпорацин генеральнӑй директорӗ Сергей Суханов алӑ пуснӑ.
Ен докуменчӗпе килӗшӳллӗн Пушкӑртстанра туризм, отрасль инфратытӑмне аталантарас тата индустрие тараватлӑх сферинче вӑрах вӑхӑт хушши хутшӑнса ӗҫлесси ҫинчен калаҫса татӑлнă, конкурентлӑ турист продуктне шалти тата пӗтӗм тӗнчери туристсен рынокӗсенче йӗркелеме тата малалла кайма майсем туса парасси ҫинчен калаҫса татӑлнă.
"Туризм.РФ" Корпорацийӗ ӗҫтешлӗх майӗсене хаклать - территорири туризм вӑй-хӑвачӗ тата хальхи турпоток. Партнерсем виҫӗ процентран пуҫласа пилӗк процента ҫити ставкӑпа çăмăллатнă кредитсем, ҫулсем тунӑ ҫӗрте пулӑшу тата инженерла коммуникацисем ирттересси илме пултараҫҫӗ.


https://glavarb.ru/rus/press_serv/novosti/154928.html

Радий Хабиров "Туризм.РФ" корпораципе килӗшÿ ҫине алӑ пуснӑ
Радий Хабиров "Туризм.РФ" корпораципе килӗшÿ ҫине алӑ пуснӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: