Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Экономика
24 Июнӗн 2022, 10:21

Пушкӑртра аренда ҫурт-йӗрӗ тума тытӑнаҫҫӗ

Кун пирки республика правительствин пресс-служби пӗлтерет.

Пушкӑртра аренда ҫурт-йӗрӗ тума тытӑнаҫҫӗ
Пушкӑртра аренда ҫурт-йӗрӗ тума тытӑнаҫҫӗ

ПР Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров ДОМ.РФ представителӗсемпе килӗштерсе ĕçлессине анлӑлатнине сӳтсе явнӑ, ҫав шутра аренда ҫурт-йӗр программине хута ярас ыйтӑва тишкернӗ. Кун пирки республика правительствин пресс-служби пӗлтерет.

Андрей Назаров Пушкӑрт тӑрӑхӗнче арендӑна илмелли ҫурт-йӗр тӑвакан компанисем валли уйрӑм условисем туса парасси ҫинчен каласа панă.

Ларура Раҫҫейре цивилизациллӗ аренда ҫурт-йӗрӗн рынокне аталантарма кирли ҫинчен тахҫанах калаçаççĕ, ҫавна май ҫурт-йӗр лартакансен Ассоциацийӗ асӑннӑ ыйтупа системӑллӑ ӗҫлеме пуҫланине палӑртнӑ.

https://resbash.ru/news информацийĕпе.

Пушкӑртра аренда ҫурт-йӗрӗ тума тытӑнаҫҫӗ
Пушкӑртра аренда ҫурт-йӗрӗ тума тытӑнаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: