Социаллӑ пурнӑҫпа экономика хӑвӑрт аталанакан территорисен резиденчӗсем Пушкӑртстанра налук енчен çăмăллăхсем илӗҫ.
Республика парламенчӗ ставкӑна тупӑшран 1 процента тата 5% таран чакарма палӑртать (паян вӑл 6% тата 15 процентпа танлашать). Вӗсем 2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен вăйра тăраççĕ.
Пушкӑртстан экономика аталанӑвӗн министерствин прогнозӗсем тӑрӑх, налука чакарни ҫулсеренех ҫичӗ-сакӑр ҫӗнӗ резидента 150 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ туса хунипе тата бюджет тата бюджет тулашӗнчи фондсене ҫулсеренех 9 млн тенке яхӑн укҫа-тенкӗ ӳстерме май парать.
https://www.bashinform.ru информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Экономикăпа аталану министерстви.