Пилӗк уйӑх пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстан Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсем хушшинче пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе топ-10 субъекта кӗнӗ — 8-мӗш вырăн йышăннă. Кун пирки республика правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Пушкӑрт правительствинче пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин калӑпӑшне ӳстермелли мерӑсене сӳтсе явнă.
— Пилӗк уйӑх хушшинче республикӑра 1,2 млн тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута янӑ. Асӑннӑ кӑтарту пӗлтӗрхи кӑтартусенчен 14 процента яхӑн иртнӗ, ҫавна пула Пушкӑртстан Раҫҫей Федерацийӗн мӗнпур субъекчӗн топ-10 кӗнӗ тата 8-мĕш вырӑн йышӑннӑ. Атӑл тӑрӑхӗпе эпир иккӗмӗш вырӑнта, — палӑртнă премьер-министр Андрей Назаров.
"Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проектне пурнӑҫланӑ май Пушкӑртра ҫулсерен 4 млн тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр тумалла. Кӑҫал Раҫҫей Строительство министерствипе республика правительстви хушшинчи ҫирӗп килӗшӳ шайӗнче 2,3 млн тӑв. м пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ямалла.
https://resbash.ru/news информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.