2022 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа РФ Правительствин распоряженийĕпе Пушкӑртстан валли вӑтам индекс тӑрӑх валеҫсе парассине коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлекен тӳлеве 4,4 процент шайӗнче улӑштарнӑ. Асӑннӑ индекс пысӑкӑшӗнчен пӑрӑнма май пур таран 2 процент шайӗнче палӑртнӑ. Ҫавна май, Пушкӑртри коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен пӗтӗм хутламӗшӗн сутлăх тӳлев 6,4 процентран иртмест.
ПР тарифсен патшалăх комитетĕнче ăнлантарнă тăрăх, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлекен тӳлевсене мӗнле индекс улӑштарни — конкретлӑ пулӑшушӑн тарифсене пысӑклатмалли планка мар, граждансенчен илекен коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен пӗтӗм пуххишӗн тӳлевӗн чи пысӑк виҫи шутланать. Енчен те ку кӑтартӑва ҫывӑхри кÿршĕсемпе танлаштарсан, ку пирӗн республика ПФО регионӗсен списокӗнчи вӑтам позицисене йышăнать.
Июлĕн 1-мĕшĕнчен электроэнерги тарифӗ Пушкӑртстанра 5,1% ӳсет, ҫутҫанталӑк газӗ 3% хакланать. Республикӑри коммуналлӑ ытти пулӑшу ӗҫӗсен хаклӑхӗсене индексацилесси вӑтамран 4,4% ытла маар пулать.
«МГ» информацийĕпе.