Раҫҫей Наци банкĕн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулта ҫӗнетнӗ 100 тенкӗлĕх банкнота ӗнер ҫаврӑнӑша кӗртнӗ.
Ҫӗнетнӗ банкнонта хальхи дизайнпа пурнӑҫланӑ, унта 200 тенкӗлӗх купюрӑри пек вӑйлатнӑ хӳтӗлев комплексӗ пур. Раҫҫей банкӗ федераци округӗсен ҫӗнетнӗ банкнотне йӗркелес тӗлӗшпе усӑ курать. Ҫӗр тенкӗлӗх банкнота Мускава тата федерацин Тӗп округне халалланӑ. Мускав Кремлӗн курантлӑ Спас башнин тӗп сӑнарӗ. Тепӗр енче — Ржеври Совет Салтакӗн мемориалӗ. Банкнота олива-хӗрлӗрех гаммӑра пурнӑҫланӑ, Раҫҫей Банкӗн страници ҫине илсе пыракан QR-код пур, унта художествӑллӑ илемлетни тата чӑнлӑх паллисем ҫинчен тӗплӗ информаци вырнаҫтарнӑ.
Тепӗр тесен, вӑл часах пирӗн енчӗксене килсе тухасса кӗтме кирлӗ мар, Нацбанкра асӑрхаттарчӗҫ. "Ҫӗнетнӗ банкнотсем майӗпен çаврăнăша кӗрӗҫ, — палӑртрӗ Пушкӑртстанри Раҫҫей Банкӗн Республика Отделенин -Наци банкӗн управляющийӗн ҫумӗ Егор Михтанюк. — Банкоматсене настройка тумалла, вӗсем ҫӗнӗ купюрӑна йӗркеллӗн паллаччӑр. Ҫапла вара, республикӑна вӗсем часах килмеҫҫӗ-ха".
https://resbash.ru/news