Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
5 Июлӗн 2022, 15:54

Радий Хабиров «Алга» ОЭЗ аталанăвĕ пирки каласа панă

Тĕплĕнрех - сайтра.

Радий Хабиров «Алга» ОЭЗ аталанăвĕ пирки каласа панă
Радий Хабиров «Алга» ОЭЗ аталанăвĕ пирки каласа панă

Ишимбай тата Стерлитамак районӗсенче "Алга" экономика зонин лаптӑкӗсенче пысӑк стройка пырать. ОЭЗ резиденчӗсем "хӑнӑхни" ҫинчен Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ соцсетьре каласа панӑ.

"Пӗрремӗш площадкӑра светодиод продукцийӗпе ҫутатакан оборудовани туса кӑларакан "ЗуР" тата спецтумтир кӑларакан "Аркада" компани хӑйсен ҫӗнӗ цехӗсене тӑваҫҫӗ. Икӗ компани те сарӑлма хатӗрленеҫҫӗ.

"Заспорт" фабрика та тӑваҫҫӗ, стройплощадкӑна тата тӑватӑ резидент кӗме хатӗрленеҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне, халӗ пӗрремӗш площадкӑра инженер тата транспорт инфратытӑмне туса хатӗрлетпӗр. Плансенче административлă ӗҫлӗ центр йĕркелесси пур", — тесе ҫырать Радий Хабиров.

Пӗтӗмпе тӑватӑ площадка пулать. Иккӗмӗшпе тӑваттӑмӗш площадка —проект тӑвас тапхӑрта, виҫҫӗмӗшпе экспертиза пӗтессе кӗтеҫҫӗ.

"Хальлӗхе "Алга" ОЭЗ — 12 резидент. Инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 25,65 миллиард тенкӗпе танлашать, унта 1733 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме планлатпӑр. Тата 8 компание резидентсен вӑй-хӑвачӗпе пӑхса тухатпӑр.

«Башинформ» информацийĕпе.

Радий Хабиров «Алга» ОЭЗ аталанăвĕ пирки каласа панă
Радий Хабиров «Алга» ОЭЗ аталанăвĕ пирки каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: