Инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 271 млн тенкӗпе танлашать.
Пӗрремӗш комплекс Иглин районӗнче пулӗ. Ку — 20 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗллĕ автомойка тата кафе. Инвестор унта 60 млн тенкӗ хывма палӑртнӑ. Нумай функциллӗ ҫул хӗрринчи сервис Уфа районӗнчи Р-240 "Уфа - Оренбург" ҫул хӗрринче пулĕ. Планлакан инвестици калăпăшă — 75 млн тенкӗ. Ҫав ҫулпах виҫҫӗмӗш комплекс та пулать, 136 млн тенкӗ инвестицисен калӑпӑшӗпе, — пӗлтернӗ суту-илӳ министрӗ Алексей Гусев.
Ку объектсене тӑвассине Пушкӑртстанри суту-илӳпе пулӑшу ӗҫӗсен министерствинче сӳтсе явнӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.