

Республика правительствин полномочилле представителĕ тата вице-премьерӗ Сергей Греков Екатеринбургра Пӗтӗм тӗнчери "Иннопром-2022" промышленность куравӗнче республикӑн ют ҫӗршыв партнерĕсемпе хутшӑнусене аталантарасси ҫинчен калакан чылай ӗҫлĕ тӗлпулу ирттернӗ. Çакăн пирки тӗпӗ-йӗрӗпе ПР Правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Сӑмахран, Аргентинӑри Раҫҫейӗн суту-илӳ представителӗпе Виталий Кондратенкопа калаҫнӑ хушӑра Пушкӑрт компанийӗсене нефтьпе газ комплексӗн компанийӗсене Аргентина рынокне, ҫав шутра хальхи технологисене малалла куҫарассипе, тухма майсем ҫинчен сӳтсе явнӑ. Кунсӑр пуҫне Пушкӑртстанпа Иран хушшинчи туслӑха анлӑлатма майсем, Азербайджан представителӗсен республикӑри агропромышленноҫ предприятийӗсенче пурнӑҫламалли коммерци сӗнӗвӗсем сӳтсе явнă.
Маларах "Башинформ" республикӑна "Иннопром" ӗҫне хутшӑнни ҫинчен каласа панӑччӗ. Раҫҫей регионӗсен рейтингӗнче Пушкӑртстанăн промышленноҫ политикине пурнӑҫлас ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе пӗрремӗш вырӑн йышăннă.
«Башинформ» информацийĕпе.