Пермьри металл хатӗрлекен центрсен завочӗ Пушкӑртстанра числаллӑ программа управленийӗпе 160 пуҫласа 800 мм таран пысӑк ӗҫ диаметрӗпе станоксем туса кӑларассине ӗҫе яма планлать. Кун ҫинчен Екатеринбургра июлӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшĕччен иртнĕ Пӗтӗм тӗнчери "ИННОПРОМ-2022" Промышленноҫ выставкинче пӗлтернĕ.
Пушкӑртстанӑн промышленноҫ, энергетика тата инноваци министрӗ Александр Шелдяев каланӑ тӑрӑх, Пермьри металл хатĕрлекен центрсен завочĕ пысăк Европăри пек станоксем тăвать. Компани хӑйӗн продукцине кăларассине ÿстерет, ют ҫӗршывсем рынокран тухнине пула, çĕршыври пысӑк профессиллӗ ыйтнине хуплама. Пушкӑртстана инвестор республикӑра станок тӑвас енӗпе компетентлӑх пулнăран суйласа илнӗ. Калаҫусен процесӗнче производство предприятийӗ тума инвестора пулӑшу памалли майсене тата условисене сÿтсе явнă.
"МГ" информацийĕпе.