Пушкӑртри Бурзян тата Мелеуз районӗсен администрацийӗ Абхазин Гагр тата Очамчыр районӗсемпе килӗшӳсем алӑ пуснӑ.
Алӑ пусни Пушкӑртстанпа Абхази делегацийӗсемпе тӗл пулнӑ чухне иртнĕ, пӗлтерет "Башинформ" информагентство.
Парламентсен хушшинчи пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли малашлӑхсем ҫинчен икӗ регионти спикерӗсем Абхази парламенчӗн — Халӑх пухӑвӗн – Лаша Ашуба тата ПР Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӑн Константин Толкачев калаҫнă.
Республика правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров тулаш экономика ҫыхӑнӑвӗсен малашлӑх вӑй-хӑвачӗ пулнине палӑртнă.
– Пушкӑртстан 128 ҫӗршывпа хастар ҫыхӑнса ӗҫлет. Регионăн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ 2021 ҫулта 4,5 миллиард доллартан иртнӗ. Ҫав хушӑрах Абхазин тӳпине 14,6 млн доллар ҫеҫ тивет, — пӗлтернӗ вӑл. — Пирӗн республика Абхазирен Уралпа Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсене таварсем куҫарма логистика центрӗ пулма хатӗр. Тата ялхуҫалӑх тата промышленноҫ продукцине Сухума экспортлама та.
https://resbash.ru/news информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуçлăхĕн пресс-служби.