Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
14 Июлӗн 2022, 09:37

Раевкăри сахăр заводĕнче 12 пин ытла тонн сахăр-чĕртаварне ĕçлесе хатĕрленĕ

Ку пирки  регионти Ялхуçалăх министерствин пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ.

Раевкăри сахăр заводĕнче 12 пин ытла тонн сахăр-чĕртаварне ĕçлесе хатĕрленĕ
Раевкăри сахăр заводĕнче 12 пин ытла тонн сахăр-чĕртаварне ĕçлесе хатĕрленĕ

Альшей районӗнчи "Раевсахар" компанийӗ Бразилирен чĕртавар-сахӑр хатӗрлет. Паян предприяти 12 пин тонна продукта тирпейленӗ, пӗлтереҫҫӗ регионти Ялхуçалăх министерствин пресс-службинче.

"Раевсахар" предприятин техника директорӗ Руслан Белинский каласа панӑ тӑрӑх, март уйӑхӗнче линие юсаса ҫӗнетме тытӑннӑ, тростник сахӑрне-сырецне тума май паракан кирлӗ оборудовани туяннӑ.

Палӑртса хӑварар, Пушкӑртстан хӑй тӗллӗнех регионта ҫитӗнтернӗ сахӑр кӑшманӗнчен тунă сахӑрăн кирлĕ калӑпӑшӗпе тивӗҫтерет. 2021 ҫулхи типӗ ҫанталӑкра чӗкӗнтӗр тухман, ун чухне те республикӑри икӗ отрасль предприятийӗ — АО «Чишминский сахарный завод» тата ООО «Раевсахар» 142 пин ытла продукт панӑ. Ҫав хушӑрах заводсен хӑвачӗ, 2021 ҫулта юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн, талӑкра 5,5 — 6 пин тонна сахӑр кӑшманӗ тирпейлесе хатӗрлеме тата сезонра 250—300 пин тонна сахӑр тума май парать.

Ҫӗршыври ытти регионсене продуктпа тивӗҫтерме шанчӑклӑрах пултӑр тесе республикӑри аграрисем сахӑр кӑшманӗн лаптӑкне 20 процента пысăклатнă, 44 пин га таран, пысӑк ыйту сезонӗ умӗн Бразилире сахӑр-сырец хушма туяннӑ.

 «МГ» информацийĕпе.

Раевкăри сахăр заводĕнче 12 пин ытла тонн сахăр-чĕртаварне ĕçлесе хатĕрленĕ
Раевкăри сахăр заводĕнче 12 пин ытла тонн сахăр-чĕртаварне ĕçлесе хатĕрленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: