Пушкӑрт Премьер-министрӗ Андрей Назаров хӑйӗн соцсетьсенчи страницинче Пушкăртстанпа Иран пӗр-пӗринпе килӗштерсе ĕçлесе пурӑнассин малашлӑхӗ ҫинчен каласа панă.
Андрей Назаров пӗтӗм тӗнчери арена ҫинче Тегеран рольне чакарма юраманнине палӑртать. Сӑмахран, юлашки вунӑ ҫул хушшинче ҫеҫ ҫӗршыв нанотехнологие аталантармалли шайри 19-мӗш вырӑна тухнӑ, вӑл мăсăльман ҫӗршывӗсенчен ҫеҫ мар, Великобританирен те, Германирен те, Францирен те иртсе кайнă. Раççейпе Иранӑн икӗ енлӗ килӗштерсе ӗҫлессине принциплӑ ҫӗнӗ шая кӑларма плансем пур. Патшалӑхсем хушшинчи договор тума хатӗрленеҫҫӗ.
Премьер-министр шучĕпе, Ирана кайма хатӗрленнӗ, икӗ енлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Ирана Министерствăн сотрудникне ямалли ҫул-йӗре туса хатӗрлеҫҫӗ, вӑл Раҫҫей Торгпредствинче ӗҫлӗ тата икӗ республикӑн предприятийӗсене тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫлеме пулӑшӗ.
"Ӗҫлемелли уй (ӳстерсе каламасӑрах) пысӑк: нефтегаз отраслӗ, ял хуҫалӑхӗ, финанс секторӗ, гуманитари сфери, пӗлӳ/наука/культура, промышленноҫ. Унсӑр пуҫне Иран пирӗн порта аталантарассипе кӑсӑкланать. Ҫак списока эпир пӗрле анлӑлатма пултаратпӑр. Иранӑн Раҫҫейри Чрезвычайлӑ тата Полномочиллӗ Посолӗ Казем Джалали каланӑ тӑрӑх: "Иран енĕ Пушкӑртстанпа хутшӑнса ĕçлемелли аталанӑвӗпе кӑсӑкланать", — килӗштерсе ӗҫлессин малашлăхĕсем пирки пӗлтерчӗ Андрей Назаров.
https://resbash.ru/news/politika