Пушкӑртстанӑн черетлӗ бизнес-миссийӗ пынӑ чухне Беларуҫинчен тивӗҫлӗ ыйту килнĕ. ПР Правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Беларуҫри Пушкӑртстанӑн Конгрес-бюровӗ "Милкавит" сӗт-ҫу продукцийӗн Беларуçри пысӑк производитель валли упаковка тӑратакан икӗ поставщик суйласа илнӗ.
Пушкӑрт делегацийӗ икӗ кун хушшинче вӑй-хӑватпа 50 ытла тӗлпулу ирттернӗ. Ҫавна пула икӗ республикӑн предприятийӗсем хушшинче пӗр-пӗринпе килӗштересси ҫинчен калакан нумай меморандумсене ҫирӗплетнӗ. Беларуçи компанийӗсенчен пушкӑрт продукцийӗ лартма пултаракансем техзаданисем кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех беларуçсен комплектлакан импорчӗ килессе кӗтеҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: pravitelstvorb.ru