Ҫакӑн пек йышӑнусене "Боска Рус" тата "Башкирское мороженое" компанисен площадкисенче тухса ирттернĕ инветсехетсенче йышӑннӑ, — пӗлтернӗ тӗп хула администрацийӗнче.
"Боска-Рус" Раҫҫей шампанскине 2011 ҫултанпа, хĕрлĕ эрехсене (вино) — 2013 ҫултанпа кӑларать. Предприяти хӑвачӗ — ҫулталӑкне 27 млн бутылка. Халӗ предприяти производствӑна анлӑлатасшӑн: коктейльсем, сӗткенсем, ача-пӑча апачӗ кӑларма тытӑнмалла. Ҫавӑн пекех суту-илӳпе склад тата курав комплексне мастер-классемпе дегустацисем, эрех тӑвакансене вӗрентмелли, ҫавӑн пекех выставкӑпа ваккăн сутмалли залӗ тума палӑртнӑ. Анчах ҫак ӗҫе тума предприятие хушма ҫӗр лаптӑкӗ кирлӗ.
Ҫӗнӗ фабрикӑпа сивӗ складсене "Башкирское мороженое" компани — регионти чи пысӑк производитель — тума палӑртать.
Уфа администраци пуçлăхĕ Ратмир Мавлиев инвестроектсене ырланă.
https://resbash.ru/news/ekonomika/2022-07-29/v-ufe-budut-razvivat-proizvodstvo-shampanskogo-i-morozhenogo-2890037