Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
4 Августӑн 2022, 11:31

Пирĕн республикăра ҫутҫанталӑк парнисене тирпейлекен цех уçăлĕ

Площадкӑра вăрман-хир ҫимӗҫӗсем, кӑмпа, ҫырла хатӗрлеҫҫӗ.  

Пирĕн республикăра ҫутҫанталӑк парнисене тирпейлекен цех уçăлĕ
Пирĕн республикăра ҫутҫанталӑк парнисене тирпейлекен цех уçăлĕ

Площадкӑра вăрман-хир ҫимӗҫӗсем, кӑмпа, ҫырла хатӗрлеҫҫӗ.

Республика Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ПР аталанӑвӗн корпорацийӗнче тивӗҫлӗ инвестсĕнÿпе тухнӑ. Плансем тӑрӑх, цеха Стерлибаш районӗнчи Кундряк ял советӗнче тумалла. Унӑн лаптӑкӗ 0,6 га пулать.

— Пирӗн регионăн вăрмансемпе хирсенче ӳсекен ҫимӗҫсене, ҫырласене, кӑмпасене тата ытти ӳсентӑран ресурсӗсене хатӗрлес ӗҫӗн пысӑк вӑй-хӑвачӗ пур, — каласа парать Пушкӑртстан Республикине аталантармалли Корпорацийӗн гендиректорӗ Наиль Габбасов. — Эпир ҫак ҫул-йӗре аталантарма шутлатпӑр, ҫавӑнпа та инвесторсене ҫак сӗнӗве пӑхса тухма сӗнетпӗр. Инвестици проекчӗн бюджетне 85,39 млн тенкӗ хывма палӑртать.

https://resbash.ru/news информацийĕпе.

Пирĕн республикăра ҫутҫанталӑк парнисене тирпейлекен цех уçăлĕ
Пирĕн республикăра ҫутҫанталӑк парнисене тирпейлекен цех уçăлĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: