Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
9 Августӑн 2022, 15:36

Ялсенче çĕрле мĕншĕн çутă çутмаççĕ?

Пишпÿлек ял совечĕн пуçлăхĕ Александр СЕМЕНОВ ăнлантарать.  

Ялсенче çĕрле мĕншĕн çутă çутмаççĕ?
Ялсенче çĕрле мĕншĕн çутă çутмаççĕ?

Пишпÿлек ял совечĕн пуçлăхĕ Александр СЕМЕНОВ ăнлантарать.

Ҫулла урамри ҫутта укҫа-тенкӗ перекетлес тӗллевпе çутатмаҫҫӗ.

— Ытти районсенчи пирӗн ӗҫтешсем пурте ҫапла тӑваҫҫӗ, унсӑрӑн укҫа-тенкӗ лимитне пăхăнма йывӑр. Ял советĕнчи 13 ялти урамсене ҫутатма ҫуллен 700 пин тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Ӗненӗр, ку сумма малтанлӑха курӑннӑ пек пысӑках мар. Хунарсен ӗҫ вӑхӑчӗ ӳссен пӗр сехетлӗхе те пулин расхут темиҫе хут ӳсет. Паян эпир, ҫынсенчен жалобӑсем килнине шута илсе, каҫхине те, ҫӗрлехи вӑхӑтра та ҫутатма пултарнӑ пулӑттӑмӑр, анчах кӗркуннепе хӗллехи сезон пуҫланас умӗн, иртерех тӗттӗмленме пуҫласан, урамсене ҫутатма пирӗн укҫа-тенкӗ юлмасть. Пирӗн ун пек тума юрамасть! Халӗ халӑх пурӑнакан вырӑнсен депутачӗсемпе пӗрле урамри ҫутта кӗртмелли тата сӳнтермелли графика палӑртатпӑр. Графика халӑхăн ĕç режимӗнчен, шкул ачисене вӗренĕве миçере кайнине шута илсе тӑваҫҫӗ. Эпир халӑха меллӗ пултӑр тесе бюджет укҫине перекетлетпӗр.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек ял совечĕн социаллă сетьри страницинчен.

Ялсенче çĕрле мĕншĕн çутă çутмаççĕ?
Ялсенче çĕрле мĕншĕн çутă çутмаççĕ?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: