Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
10 Августӑн 2022, 11:28

Пушкӑрт вӑрман промышленноҫӗн продукцийӗ 18 ҫӗршыва кирлӗ

Россельхознадзор Управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2243 партие экспорта янӑ.  

Пушкӑрт вӑрман промышленноҫӗн продукцийӗ 18 ҫӗршыва кирлӗ
Пушкӑрт вӑрман промышленноҫӗн продукцийӗ 18 ҫӗршыва кирлӗ

Россельхознадзор Управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2243 партие экспорта янӑ.

ПР вӑрман хатӗрлекен предприятисем 84123 куб. м. пиломатериал экспорта ӑсатнӑ. Тирпейленӗ йывӑҫ Азербайджана, Армение, Афганистана, Беларуҫа, Грузие, Казахстана, Киргизие, Китай Халӑх Республикине, Латвие, Литвӑна, Вьетнама, Узбекистана, Эстоние тата Чехие т. ыт. те ҫывӑх тата инҫет ют ҫӗршывсене кайнӑ. Карантин продукцийӗн партийӗсене пурне те Пушкăрт "ВНИИЗЖ" ФГБУ сӑнав лабораторийӗнче лаборатори тӗпчевӗсем ирттернӗ, хӑрушӑ карантин организмӗсене тупса палӑртман. Продукци тӗслӗхӗсем ҫӗршыв-импортерсен ыйтнине тивӗҫтереҫҫӗ.

Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта надзор ведомстви 100261 куб. м. регионтан экспорта янӑ вӑрман материалӗсене контроленӗ, карантин продукцине 2562 фитосанитари сертификачĕ йӗркеленӗ.

https://resbash.ru/news информацийĕпе.

Пушкӑрт вӑрман промышленноҫӗн продукцийӗ 18 ҫӗршыва кирлӗ
Пушкӑрт вӑрман промышленноҫӗн продукцийӗ 18 ҫӗршыва кирлӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: