"Оптимум солар" Венгри компанийӗ Пушкӑрт территорийӗнче хӑйӗн инвестици проекчӗсене пурнӑҫлас енӗпе, ҫав шутра санкци чарӑвӗсене шута илсе, кӑсӑкланнине ҫирӗплетрӗ. Кун пирки ПР Правительствин пресс-служби пӗлтерет. Компани "Алга" ОЭЗăн икӗ резиденчӗн учредителӗ – "Оптимум Солар РУС" тата "П Соларис" ООО, Пушкӑртстанра хӗвел панелӗсем туса кӑларас тата вӗсем валли ҫул тӗрекӗсем кӑларас енӗпе ĕҫлекен инвестроектсем пурнӑҫлаканскерсем. Асӑннӑ проектсене хывакан инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2,5 миллиард тенкӗпе танлашать. Предприятисенче проект хӑвачӗсене тума тухнӑранпа 120 ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ.
"Солар оптимум" хӗвел энергетикин рынокӗнче 20 ҫул ытла ӗҫлет, хӗвел панелӗсене туса кӑларас тата эксплуатацилес ӗҫре чи лайӑх лидер шутланать. Унӑн активӗнче — экологи тӗлӗшӗнчен таса 62 ГВта яхӑн электроэнерги туса кӑларакан 187 пин хӗвел панелӗсем лӑртнӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.