Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
16 Августӑн 2022, 21:12

Пушкӑртстан ют ҫӗршыв ӗҫтешĕсемшӗн инвестици енчен илӗртӳллĕ юлать

Пушкӑрт влаҫӗсем инвестор валли хӑтлӑ условисем йӗркелес тӗлӗшпе май килнӗ таран вӑй хураҫҫӗ.

Пушкӑртстан ют ҫӗршыв ӗҫтешĕсемшӗн инвестици енчен илӗртӳллĕ юлать
Пушкӑртстан ют ҫӗршыв ӗҫтешĕсемшӗн инвестици енчен илӗртӳллĕ юлать

Кун ҫинчен Пушкӑрт Правительствин премьер-министрӗн заместителӗ Илшат Тажитдинов Ковач Ференцпа, Раҫҫейри "Оптимум Солар" Венгри компанийӗн официаллӑ представителӗпе, ĕçлĕ тӗл пулу вӑхӑтĕнче пӗлтернӗ.
Компани - хӗвел батарейисем туса кӑларас сферӑри инвестици проекчӗсене пурнӑҫлакан "Алга" ОЭЗăн икӗ резидент учредителӗ.
Чиновник каланӑ тӑрӑх, Венгри компанийӗ ҫак проектсене малалла пурнӑҫлас енӗпе кӑсӑкланнӑ, инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2,5 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашать. Илшат Тажитдинов ҫакна палӑртнă: Пушкӑрт влаҫӗсем инвестор валли хӑтлӑ условисем йӗркелес тӗлӗшпе май килнӗ таран вӑй хураҫҫӗ.
"МГ" информацийĕпе.

 

Пушкӑртстан ют ҫӗршыв ӗҫтешĕсемшӗн инвестици енчен илӗртӳллĕ юлать
Пушкӑртстан ют ҫӗршыв ӗҫтешĕсемшӗн инвестици енчен илӗртӳллĕ юлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: