Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Узбекистан Республикинче мӗн тунине каласа панӑ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьре Узбекистана килни ҫинчен пӗлтернӗ. Сӑмахран, вӑл Наманганск облаҫӗнче пулнӑ, унта газ заправкине кайса килнӗ.
"Кун пек станцисем кунта 200 ытла, пуринче те заправка валли постсем нумай. Чи пысӑкки — 32 пост. Ҫакӑн пек ориентирсем ҫине тухас тесен пирӗн сахал мар ӗҫ тумалла, ҫавӑншӑн тӑрӑшӑпӑр", — ҫырать Хабиров.
ПР Пуҫлӑхӗ республикăра АГНКС сетьне аталантарнин пӗлтерӗшне палӑртрӗ. Халӗ Пушкӑртра 41 станци, кӑҫал тата 10 станци пулӗ.
"Пирӗн газ заправкисен сетьне аталантармалли плансем пысӑк. Инвесторсем валли усӑллӑ условисем йӗркеленӗ. АГНКС пуҫне 4 млн тенкӗрен кая мар субсиди парать пулсан, патшалӑх субсидие 36 млн тенкӗ виҫепе уйӑрса парать, вӗсенчен 12% республика уйӑрать", — вӗҫленӗ ПР Пуҫлӑхӗ.
https://resbash.ru информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: социаллă сетьсем.